»
(«Культура еткерлĕхĕ - чĕрĕ палăк» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать)
Сăнанă-и эсĕ, тусăм, ут çие? Колхозсем пур чухне, тен, ыттисемпе пĕрле, хур кайăк ушкăнĕ пек карталанса, ху та çава тытса курăк çулнă е çурлапа выртнă ыраш пуссине вырнă. Ĕлĕкрех алă вăйĕпе тунă ĕçе халь техника тăвать, апла пулин те çава-çурлана ял çынни пăрахмасть-ха. Йышпа çуласси-вырасси, çичĕ хут тар тухсан та, уява çаврăнать. Ушкăн ĕçĕ савăнăç кỹрет. Çакна Пĕрлехи фольклор кунĕнче округ шайĕнче ирттернĕ «Утă çи» йăла-йĕрке (ĕç) уявĕ тепĕр хут çирĕплетрĕ.
... Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕн юмахри пек ытарайми вырăнĕ _ Пучинке. Аякра _ аслă çул хĕррипе тăсăлакан вăрман тăрăхĕ, çывăхра _ посадка, юнашар _ ыраш тата пăрçа пуссисем. Чĕвĕлти кайăк-кĕшĕк сассипе, уяв хăнисен шỹт-куллипе янрать тавралăх. Кунтах _ мероприятие хутшăнакансем _ округри культура ĕçченĕсемпе вырăнти фольклор ушкăнĕсен членĕсем. Асанне-асаттерен юлнă тĕрĕллĕ-чĕнтĕрлĕ çи-пуçпа, тăла çинчен сырнă çăпатапа, çава-çурлапа хăйсем. Чăвашлăхпа сывлать Пучинке!
Акă «Утă çи» йăли-йĕрки пуçланать. Тĕрĕссипе, чăн пурнăçри вырма ĕçĕ теме пулать ăна. Чи хисеплĕ çын, ик аллине çỹлелле çĕклесе, тỹпенелле тинкерсе Турăран, мĕн пур ыр-хаяртан ĕç-пуçа тĕрĕс-тĕкел туса ирттерме,лайăх тыр-пул пама Учук (уй чỹкĕ) кĕллине калать:
_ ... Турăран _ ырлăх, этемрен _ сиплĕх! Тăхăр тĕслĕ тыр хăмăлĕ _ хăмăш пек, пуçĕ _ çăкан пек, пĕрчи пăрçа пек пулччăр. Тутă парăсăнччĕ. Аминь...».
Пуçланать вара вырма. Хаваслă йыш (Карапай Шăмăршă ялĕн тĕп Культура çурчĕ çумĕнчи «Шăнкăрав» фольклор ансамблĕ), юрла-юрла, çависене вылянтарать: малтан _ утă, кайран пăрçа çулать. Харăссăн ухăнса-авăнса çулаççĕ хĕрарăмсем. Вĕсене хавхалантараканни _ «вăрçăран» «таврăннă» арçын (Геннадий Ильин аккомпаниатор). Сенĕкпе паккуссене тирпейлекен те пур. Çава сасси, хăйне евĕр кĕвĕ кăларса, юрăпа пĕрлешет, таврана саланать. Сăмахпа çырса кăтартайми илемлĕ сăнлăх!
Акă канма лараççĕ ĕçченсем. Сăмах-юмахĕ _ хăвăртрах фронтри мăшăрĕсемпе ывăлĕсене, савнийĕсене кĕтсе илесси çинчен. Пĕри юрă пуçлать _ ыттисем ун хыççăн юрă юхăмне кĕреççĕ:
Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать
Кантăк хупписем çине.
Çумăр мар вăл, пуля çăвать
Аслă вăрçă хирĕнче.
Ах, мăнтарăн, саманийĕ
Мĕншĕн çапла пулчĕ-ши?
Пирĕн савнă мăшăрсем те
Фронтра пуçне хучĕç-ши?..
Унтан каллех ĕçе пикенеççĕ çулакансем...
Çапла, чăн пурнăçа, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи тапхăрне куç умне кăларса тăратрĕ «Шăнкăрав». Чун-чĕре хĕлĕхĕсене хускатрĕ сăмах-юррийĕ, куçран куççуль те кăларчĕ.
Чукал ялĕн тĕп Культура çурчĕ çумĕнчи «Çăл куç» фольклор ансамблĕ (ертỹçи _ Светлана Симурзина) çурлапа тырă вырнине, пучахран кĕлте çыхса «майра пуçĕсем» тунине кăтартса пачĕ. Ку хăйне евĕр ăсталăх класĕ пулчĕ. Асанне- кукамайăн вырма ĕçне ĕлĕкхинчен кая маревĕрлерĕ «Çăл куç». Сăмахĕ те, ĕç юрри те пурнăç чăнлăхне уçса пачĕç.
Унтан вара пурте карталанса вăйă юрри шăрантарчĕç, ташă юхăмĕнче çаврăнчĕç...
Хăнасене кĕтсе илме-ăсатма та, йăла-йĕркене кăтартма та хăйсенчен мĕн кирлине веçех турĕç карапайсем. Ял тĕп клубĕн заведующийĕн Алина Алексеевăн, кунти аккомпаниаторăн Геннадий Ильинăн, вĕсене пулăшакан «Шăнкăравăн» ырми-канми ĕçĕ куç умĕнче. Мероприяти ирттермелли вырăн тупасси-хăтлăх кĕртесси, апат-çимĕç пĕçересси-янтăласси кăна мĕн чухлĕ вăхăта, вăй-хала илет-çке. Асра юлмалла иртрĕ Пĕрлехи фольклор уявĕ!
Çапла, «Шăнкăравпа» «Çăл куç» пултарулăхĕ урлă чăваш халăхĕн аваллăхĕнче пулса курма май килчĕ. Кунта _ несĕлĕмĕрсен йывăр кун-çулĕ, ушкăн ĕç-хĕлĕн усси, малашлăха шанчăклăн пăхма хистекен шухăш-туйăм, сăмахлăхăн (учук кĕллин, ĕç юррисен, истори юррисен) хăвачĕ. Çакна пирĕн, хальхи ăрăвăн, манмалла мар, ачамăрсемпе мăнукăмăрсем, килес ăрусем валли упраса хăвармалла! Ахальтен мар, округри централизациленĕ клубсен тытăмĕ, никам хушмасăрах, Пĕрлехи фольклор кунĕнче йăла-йĕрке уявĕсене йĕркелет. Кăçалхипе пиллĕкмĕш хут ĕнтĕ çавнашкал уяв округ шайĕнче иртрĕ. Маларах Кивĕ Чукалта _ Утă çи, Пăчăрлă Пашьелĕнче _ Мăнкун, Васанта Вăйă йăли-йĕрки пулнăччĕ. Вырăнти централизациленĕ клубсен тытăмĕн директорĕ Александр Сатеев, ЦКС методика пайĕн заведующийĕ Татьяна Давыдова, фольклор коллективĕсен ертỹçисем, пĕр шухăшлăн, йăла-йĕркене видеопа ỹкерме тĕллев лартнă. Хальхинче те Пучинкери утă çи видео урлă архива лекрĕ. Пархатарлă ĕçĕн пайти пысăк пултăр. Çитĕнекен ăру аслинчен вĕрентĕр, аваллăхсăр малашлăх çуккине ăша хывтăр, халăхăмăрăн ылтăн-кĕмĕлтен хаклă мулне _ сăмахлăхне, йăли-йĕркине _ упрама ăнтăлтăр.
Зинаида СВЕКЛОВА.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1